Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
1 Ноябрӗн 2019, 08:25

Регион подпроекчĕн йĕркипе РСЦ пайне пурлăхпа техника енчен глобаллĕ çĕнетме пуçланă

Кăçалхи 9 уйăхра «инсульт» диагноз лартнă чирлисен шучĕ Пушкăртстанра 14,5 пин çынпа танлашнă.

Пуç мимминчи юн тымарĕсем сиенленнипе тарăхакан пациентсем çуллен нумайланса пыраççĕ. Çакнашкал тенденцие пĕтĕм Раççейĕпе сăнама пулать, пĕлтернĕ Уфари Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин (БСМП) главнăй врачĕ Ирина Карамова профессор Инсульта хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна чысланă пресс-конференцинче.

Кăçал «Сывлăх сыхлавĕ» федераллĕ наци проектне тата «Чĕрепе юнтымар чирĕсене хирĕç кĕрешесси» регион проектне пурнăçа кĕртес йĕркепе РСЦ пайне пурлăхпа техника енчен глобаллĕ çĕнетме пуçланине палăртса хăвармалла. Тĕпрен илсен, БСМП юлашки вăхăтра УЗИ, КТ, МРТ аппарачĕсем, хирурги микроскопĕ, инсульт тÿссе ирттернĕ чирлисене реабилитаци ирттермелли 23 единица оборудовани килнĕ.

Раççей Сывлăх сыхлав министерстви инсультпа кĕрешес енĕпе тунă пысăк çитĕнĕвĕсенчен пĕри ОНМК тÿссе ирттернисене малалла пулăшасси çинчен решени йышăнни шутланать. Раççейре пуçласа çитес çултан çакнашкал пациентсем инсульт тепĕр хут пулассинчен упранас тĕллевпе 4 тару препаратне тÿлевсĕр илме пуçлаççĕ. Тарусене çулталăк тăршшĕпе пациент пурăнакан вырăнти больницăран çырса пама тытăнаççĕ.


«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

#нацпроекты
Читайте нас: