Пушкăртстан çинчен çырнă чух пресса республикăра ял шкулĕсен-че «Точка роста» 133 вĕрентÿ центрĕ ĕçлеме пуçлани çинчен пĕл-тернĕ. Пушкăртстан «Вĕрентÿ» наци проекчĕн йĕркипе вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çĕнетме 208,5 млн тенкĕ илнине çутатса панă. Регион «Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансе-не сыхласси» регион проекчĕн йĕркипе вăрман пушар техники ту-янма хушма 34,5 млн тенкĕ илни çинчен нумай çырнă. Рейтингăн Топ-10 йышне Приморье крайĕ, Нижний Новгород облаçĕ, Санкт-Петербург, Тюмень облаçĕ, Тутарстан Республики, Мускавпа Са-мара облаçĕсем кĕнĕ.