Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
7 Ноябрӗн 2019, 11:28

Нацпроект йĕркипе тата тепĕр больницăна оборудовани килнĕ

Республика онкодиспансерне «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе çĕнĕ оборудовани: рентгенодиагностика комплексĕ, видеобронхоскопсем, компьютер томографĕ, маммографи рентген аппарачĕ тата микроскопсем килнĕ.

Вăл çулталăкне 120 пине яхăн тĕпчев ирттерме май парать. Паянхи кун тĕлне усал шыçă тупса палăртнă 85 пин ытла çын учетра тăрать, çуллен 13 пин ытла унашкал самант регистрацилеççĕ.

Пушкăртстанра 100 пин çын пуçне куçарса шутласан, ир диагноз лартасси 1,5 % ÿснĕ. Çакă усал шыçăсенчен вилессине 2,3 процента чакарма май парать.

«Борьба с онкологическими заболеваниями» проект йĕркипе Республика онкодиспансерĕн хирурги корпусĕ çумне тĕксе çурт тăвасси малалла пырать. Уфари 13-мĕш клиника больници, Кумертау, Нефтекамск, Октябрьски хулисенче амбулатори пулăшăвĕ паракан центрсем йĕркеленĕ.

Çитес икĕ çул тăршшĕнче çакнашкал тата сакăр центр уçма планлаççĕ.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

#нацпроекты
Читайте нас: