Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
8 Ноябрӗн 2019, 11:46

Пушкăртстанра «Эко-Сити» регоператор çĕнĕ техникăна презентациленĕ

Çулталăк пуçланнăранпа компани 32 çĕнĕ мусоровоз туяннă тата линие кăларнă, çав шутра виççĕшĕ ют çĕршывра кăларнине.

Пĕтĕмĕшле хывнă сумма 270 млн. тенкĕпе танлашнă. Вĕсем Стерлитамакра, Сибайра, Учалынче, Пушкăртстанăн кăнтăр тата кăнтăр-хĕвелтухăç енче ĕçлеççĕ. Çулталăк вĕçлениччен регоператор тата 25 единица техника туянма планлать. Октябрĕн 31-мĕшĕнче «Эко-Сити» Пушкăртстанăн кăнтăр районĕсенче (Мияки, Стерлибаш, Стерлитамак т.ыт.те) ĕçлекен 15 мусоровоз презентациленĕ. Виçĕ машинин каяшсене пусăрăнтармалли пысăклатнă коэффициент (7:1) пур. Вĕсене пысăк калăпашлă çÿп-çап та (сĕтел-пукан, алăксем т.ыт.те) тиеме пулать.

ПР Экологи министерствин Стерлитамакри территори управленийĕн начальникĕ Азат Хайбуллин каланă тăрăх, çĕнĕ техника туянни «Экологи» наци проектне пурнăçа кĕртме пулăшать.


Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#нацпроектыБашкортостана
Читайте нас: