Çакăн çинчен Шут палатин бюджета тăхăр уйăхра пурнăçланин оперативлă докладĕнчен пĕлме пулать.
«Безопасные и качественные автомобильные дороги» наци проектне пурнăçлама 2019 çулта Федераллĕ бюджетран пĕтĕмпе 129,74 млрд. тенкĕ уйăраççĕ. Наци проекчĕн йĕркипе 2019 çулхи январь-сентябрьте пурнăçланин чи пысăк проценчĕ 60,7 % (69,01 млрд. тенкĕ) «Дорожная сеть» федераллĕ проект тăрăх пулнă, унта регионсенче юсав ĕçĕсем туни тÿрремĕн кĕрет.
Пуринчен сахалрах пурнăçланин процентне РФ Шут палати «Безопасность дорожного движения» проектпа палăртнă. Ун тăрăх 2019 çулта 10,77 млрд. тенкĕ расхутлама пăхса хăварнă, анчах январь-сентябрьте 5,2 процентне кăна (557,6 млн. тенкĕ) алла илнĕ.