Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
12 Ноябрӗн 2019, 08:36

Уфа икĕ куна халăх музыкин Раççей центрĕ пулса тăнă

Этнос музыкин «Мусафир» форумне Пушкăрт столицине пĕтĕм тĕнчерен музыкантсем пуçтарăннă.

Форум ноябрĕн 11-12-мĕшĕсенче Владимир Путин майра йышăннă указĕпе çирĕплетнĕ «Культура» наци проекчĕн йĕркипе иртет. Тĕнчипе паллă «Узорица», «Мерема», «Живая земля», Олена Уутай Подлужная, Отава ё, Алаш, Zaman, HAUA, Handuhas, «Аргымак», «Йатаган» этнос коллективĕсем килнĕ.

Асăннă проект Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕç пулнă. Проект ертÿçи ПР драматургипе режиссура центрĕн директорĕ Алия Яхина шучĕпе «Мусафир» этнос музыка культурине аталантарма вăй паракан лайăх вĕренту площадки пулса тăмалла. Этнос музыки уникаллĕ шутланать, пĕр е тепĕр халăх культурин кодне халăх инструменчĕсем урлă илтме пулать.

Проект программи тулăх — музыка конференцийĕ, мастер-классем, семинарсем, тин çеç вĕренекен музыкантсем валли off-программа… Мероприяти партнерĕ — Раççейри пĕртен-пĕр этнос музыкин професси премийĕ «Russian World Music Awards».

ПР драматургипе режиссура центрĕн директорĕ Алия Яхина Пушкăртстана Раççей тата ют çĕршыв эксперчĕсем килнине пула пушкăрт музыканчĕсем валли музыка ротаципе контрактсем тума, турсене, фестивальсене хутшăнма майсем уçăлаççĕ.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#нацпроектыБашкортостана
Читайте нас: