Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
13 Ноябрӗн 2019, 08:41

Пушкăртстанри ултă района куçса çÿрекен ФАПсем пуçласа килнĕ

Çакă Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ĕçлесе хатĕрленĕ «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçа кĕртес йĕркипе пулнă.

ФАПсене ĕçлеттермелли мĕнпур документсене туса пĕтернĕ, çывăх вăхăтра вĕсем Белорецк, Абзелил, Бурзян, Баймак, Зианчура, Зилаир районĕсенчи çитме йывăр ялсенчи пациентсене тивĕçтерме пуçлаççĕ, пĕлтернĕ ПР Сывлăх сыхлав министерствинче.

Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн йĕркипе çулталăк вĕçлениччен Пушкăртстана куçса çÿрекен тата 15 фельдшерпа акушер пункчĕ килмелле. Куçса çÿрекен ФАПсем — «ПАЗ» автобуспа никĕсленнĕ комплекссем, вĕсене электрокардиографпа, кардиомаркерсен портативлă экспресс-анализаторпа, дефибриллятор-мониторпа, гинекологи креслипе тата ытти медицина оборудованипе, çав шутра анализсем илмелли приборсемпе оборудованиленĕ.

Кунсăр пуçне «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн йĕркипе 114 больницăпа поликлиника 700 ытла принтер илнĕ. Вĕсемпе хастар усă кураççĕ, «Республиканская медицинская информационно-аналитическая система РБ» патшалăх информаци системипе çыхантарнă.

«Башинформ» пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстан бюджетĕнчен сывлăх сыхлавне виçĕ çул тăршшĕпе çуллен 91 млрд. тенкĕ хывма планлаççĕ.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#нацпроектыБашкортостана
Читайте нас: