Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
14 Ноябрӗн 2019, 08:43

Уфара «Культура» наци проекчĕ пурнăçа кĕрет

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче пулнă оперативлă канашлура Уфара «Культура» наци проектне пурнăçа кĕртесси çинчен хула администрацийĕн культурăпа искусство управленийĕн начальникĕ Шамиль Абдраков каласа панă.

«Культура» наци проектне «О национальных целях и стратегических задачах развития Российской Федерации на период до 2024 года» РФ Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртес йĕркепе ĕçлесе хатĕрленĕ.

Наци проектне виçĕ федераллĕ проект кĕрет: «Творческие люди» проект кадрсем хатĕрлеме, творчество проекчĕсемпе ирĕклĕ юхăмсене пулăшмалла, «Цифровая культура» проект цифрлă технологисене кĕртме, «Культурная среда» проект культура учрежденийĕсене çынсемшĕн ункайла условисем туса пама тивĕçлĕ.

Проектăн тĕп тĕллевĕ — 2024 çул тĕлне культура учрежденийĕсене çын çÿрессине 18 процента ÿстересси.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#нацпроекты
Читайте нас: