Пушкăртстанри Гостранс, «Приуралье» Упрдор, Çул-йĕр хуçалăхĕн, муниципалитетсен ертÿçисем сăмах калаççĕ. ПР Патшалăх Пухăвĕн — Курултайĕн, ГИБДД управленийĕн, Пĕтĕм Раççей халăх фрончĕн представителĕсене ченнĕ.
«Безопасные и качественные автомобильные дороги» наци проектне çĕршыври 83 субъект хутшăнать, çав шутра Пушкăртстан. Республикăра 2024 çул вĕçне Уфа тата Стерлитамак агломерацийĕн çул-йĕр сечĕн 85 процентне тата регионпа муниципалитетсем хушшинчи пĕлтерĕшлĕ çулсен 56,5 процентне норматив шайне çитермелле.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.