Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
18 Ноябрӗн 2019, 11:32

Стерлитамакра çула тĕрĕсленĕ

«Безопасные и качественные автомобильные дороги» наци проектне Пушкăртстанра мĕнле пурнăçланине çынсем хăйсем курма пултараççĕ.

Тĕпрен илсен, Стерлитамакра комисси Уфа тата Раевка тракчĕсенчи çулсене тĕрĕсленĕ, вĕсене «Безопасные и качественные автомобильные дороги» наци проекчĕн йĕркипе юсанă.

Комисси йышне Пушкăртстан Республикинчи транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн Патшалăх комитечĕ çумĕнчи Обществăлла Совет членĕ Рамиль Ишмуратов, «Управление дорожного хозяйства РБ» ГКУ ертÿçин çумĕ Азамат Таепов, Стерлитамак администрацийĕнчи промышленность, транспорт тата çыхăну пайĕн начальникĕ Ильдар Усманов тата ыттисем пулнă.

Комисси объектсенчи мĕнпур ĕçсене нормативлă документсене пăхăнса пурнăçланине палăртнă.

Стерлитамак хула администрацийĕн промышленность, транспорт тата çыхăну пайĕн информацийĕ тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.


#национальныепроекты

#нацпроекты

#региональныепроекты

#регпроекты
Читайте нас: