Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
19 Ноябрӗн 2019, 08:52

Чи лайăх спектакльшĕн сасăла!

«Культура» наци проектне пурнăçа кĕртес йĕркепе иртекен округри «Театральное Приволжье» проектăн регион тапхăрĕн çĕнтерÿçисенчен пĕри — «Ҡорос» халăх театрĕ (М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕ) музее çÿрекенсем умĕнче Мустай Карим çуралнăрнпа 100 çул çитнине чысласа лартнă спектаклĕн пĕр сыпăкне кăтартнă. Куракансем — кĕмĕл ÿсĕм юхăмăн хастарĕсем.

Аса илтеретпĕр, ноябрĕн 30-мĕшĕнче (13.00 мск) Аталçи федераллĕ округри «Театральное Приволжье» обществăлла проект йĕркипе халăх сасăлавне пĕтĕмлетеççĕ. Программăна интернет сетĕнчи Фестивалĕн (театральноеприволжье.рф) официаллă сайтĕнче тÿрĕ эфирта курма пулать.

Чи лайăх постановкăшăн ноябрĕн 29-мĕшĕнче 13.00 (мск) тÿрĕ эфирччен 24 сехет маларах сасăлав уçăлать. Сире килĕшнĕ шкул е студент спектаклĕшĕн сасăлас тесен 8-800-350-35-43 номерпе шăнкăравламалла (тÿлевсĕр). Кашни спектакле номер панă (1 пуçласа 14 таран — студентсен, 15 пуçласа 28 таран — шкулсен).

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.


Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#национальныепроекты

#нацпроекты

#региональныепроекты

#регпроекты
Читайте нас: