Çĕнĕ техникăна ПР Вăрман хуçалăхĕн ведомство учрежденийĕсене Вăрман пушар центрĕнче панă. Мепроприятинче ПР Правительствин Премьер-министрĕ — республикăн ялхуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов çакнашкал тĕлпулусем лайăх йăла-йĕркене çаврăнаççĕ тесе палăртса хăварнă. Вăл техникăна «Экология» наци проекчĕн йĕркипе çĕнетнине, республика бюджетĕнчен те укçа-тенкĕ уйăрнине, Минпром енĕпе туяннă техникăна субсидиленине асăннă.
«Сохранение лесов» Федераллĕ программа «Экология» наци проекчĕн тăсăмĕ пулса тăрать, унăн тĕп тĕллевĕ — вăрмансене каснипе çĕнетнин хушшинчи баланса сыхласа хăварасси. Эппин, задача тăрать — мĕн чухлĕ каснă, çавăн чухлĕ лартмалла.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.