Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
21 Ноябрӗн 2019, 11:17

Туймазăри ача сачĕсенче ясли ушкăнĕсем уçаççĕ

Виçĕ çулчченхи пепкесем валли çĕнĕ ушкăна Туймазăри 6-мĕш ача садĕнче уçнă.

Çакă Владимир Путин майри Указĕпе çирĕплетнĕ «Демография» наци проекчĕн «Содействие занятости женщин — создание условий дошкольного образования для детей в возрасте до 3 лет» регион проектне республикăра пурнăçланине пула пурнăçа кĕнĕ.

Туймазă район администрацийĕнчи вĕрентÿ управленийĕн инспекторĕ Гульнара Багманова каланă тăрăх, ача садĕнче хушма ушкăн уçма кабинетсен тата ытти пÿлĕмсен профильне улăштарнă шутран пултарнă. Республика тата вырăнти бюджетсенчен уйăрнă укçа-тенкĕпе юсав ĕçĕсем ирттернĕ, сĕтел-пуканпа оборудовани туяннă.

Çĕнĕ ушкăн ноябрĕн 11-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçланă. Унта виçĕ çулчченхи ÿсĕмри 20 ача çÿрет. Çывăх вăхăтра Туймазăра çакнашкал тепĕр ушкăн уçма планлаççĕ.

Пушкăртстан Республикин Правительствин пресс-центрĕн материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#национальныепроекты

#нацпроекты

#региональныепроекты

#регпроекты
Читайте нас: