Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
22 Ноябрӗн 2019, 08:49

Белорецк больницинче çĕнĕ компьютер томографĕ лартнă

Белорецкри тĕп район клиника больници ку чухнехи диагностика комплексне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пуçарăвĕпе йышăннă «Сывлах сыхлавĕ» наци проекчĕн йĕркипе илнĕ.

Çĕнĕ оборудованипе тĕпчев ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ, унăн чылай лайăх енĕсем пур.

— Аппарат магистраллĕ кăна мар, перифери юн тымарĕсене те контрастлă рентген тĕпчевĕсем ирттерме май парать, — каласа панă больницăн главнăй врачĕ Евгений Кустов. — Программа пуç мимин юн тымарĕнче хăш вырăнта тромб пуррине палăртма пулăшать. Унччен усă курнă оборудованипе çакнашкал сăнавсем ирттерсе пулмастчĕ.

Компьютер томографийĕпе хальхи вăхăтра тĕрлĕ чирсен диагнозне палăртма усă кураççĕ. Çак методăн информативлăхĕ тата ÿкерчĕксен лайăх пахалăхĕ врачсене хирурги е терапи патологийĕ пуррипе çуккине пĕлме, чир малалла мĕнле аталанма пултарнине прогноз тума, эффективлă сиплев тактикине ĕçлесе хатĕрлеме май парать.

«Здравоохранение» наци проекчĕн йĕркипе пурнăçа кĕрекен «Борьба с сердечно-сосудистыми заболеваниями» проектпа Уфари васкавлă пулăшу больницинчи регионти юн тымар центрĕн медицина оборудованине тата пуçламăш центрĕсен — Уфари 18-мĕш ГКБ тата Белорецкри ЦРКБ оборудованине çĕнетме планлани çинчен аса илтеретпĕр. Унта хаклă ангиографсем, МРТ, КТ-томографсем тата ыттине илнĕ ĕнтĕ.

Пушкăртстан Республикин Правительствин пресс-центрĕн материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#национальныепроекты

#нацпроекты

#региональныепроекты

#регпроекты
Читайте нас: