Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Ноябрӗн 2019, 11:00

Пушкăртстанра пĕрремĕш Shigeru Kawai рояль пур

Уфари искусство училищинче Shigeru Kawai концерт роялĕн презентацийĕ иртнĕ.

Хальлĕхе вăл Пушкăртстанри пĕртен-пĕр çавăн йышши рояль шутланать. Паллă маркăллă рояле Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе ĕçлесе хатĕрленĕ «Культура» наци проекчĕн йĕркипе туяннă.

Shigeru Kawai – сайра тĕл пулакан музыка инструменчĕсем. Вĕсене паллă Япони компанийĕ тăвать, çулталăкне 20-рен ытла мар çакăн пек рояль кăлараççĕ.

Çĕнĕ рояль виçĕ метр тăршшĕ, 504 кг таять. Shigeru Kawai модель уйрăмлăхĕ — клавишăсен тăршшĕне вăрăмлатни. Çавна май унпа выляма ункайлăрах тата клавишăн кирек хăш вырăнне пуссан та пĕр пек сасă тухать, ăнлантарнă Уфари искусство училищин директорĕ Лидия Воробьева.

Пушкăртстан Правительствин пресс-службин материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.

#национальныепроекты

#нацпроекты

#региональныепроекты

#регпроекты
Читайте нас: