2021 çул тĕлне пысăк хăвăртлăхлă интернета республикăри 1242 фельдшерпа акушер пунктне ирттерме планлаççĕ. Социаллă пелтерешле объектсене, çăв шутра ФАПсене, пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарассипе активлă ĕçе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе ĕçлесе хатĕрленĕ «Цифровая экономика Российской Федерации» наци проекчĕн йеркипе пырать.
Фельдшерпа акушер пункчĕсене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа (даннăйсене 10 Мбит/с кем мар хăвăртлăхпа параççĕ) çыхăнтарасси Цифрлă аталану, çыхăну тата массăллă коммуникаци министерствипе «Башинформсвязь» ПАО хушшинче тунă патшалăх контракчĕпе пырать.