Наркозпа сывлав аппарачĕ çÿллĕ технологиллĕ BIS-мониторсемпе оборудованиленĕ устройствăсен шутне кĕрет. Вĕсем чăн вăхăтпа наркоза кĕмелли тарăнăшне тата пуç мимин функцийĕсене чакарнин степеньне шутлама май параççĕ.
Онкодиспансерта наркозпа сывлав аппарачĕ анестезипе реанимаци пулăшăвĕ парассине çÿллĕ шая çĕклеме пултарасса шанаççĕ.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне кĕрекен «Онкологи чирĕсене хирĕç кĕрешесси» проектăн мероприятисене пурнăçлама 2019 çулта республикăра 1,81 млрд тенкĕ пăхса хăварнă, çавăнтан 651 млн тенкине регион бюджечĕ уйăрса парать. Проект тĕллевĕ — 2024 çул тĕлне 100 пин çын пуçне онкологие пула вилнин саманчĕсене 170 таран çитересси.
Пушкăртстан Правительствин пресс-службин материалĕсем тăрăх.