Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
28 Ноябрӗн 2019, 11:23

Пушкăртстан «Великий Уральский путь» турист проектне кĕнĕ

Оренбургра иртнĕ «Оренбуржье – сердце Евразии» пĕтĕм тĕнче форумĕн йĕркипе «Национальный проект «Экология» – перезагрузка заповедных зон» темăпа çавра сĕтел пулнă

Ун вăхăтĕнче Пушкăртстанри уйрăм сыхлакан çутçанталăк территорийĕсен Дирекцийĕ ГБУ тата «Объединённая дирекция государственных природных заповедников «Оренбургский» и «Шайтан-Тау» ФГБУ хушшинче Килĕшĕве алă пуснă. Килĕшу республикăна Урал регионĕнчи экологи туризмне аталантармалли масштаблă проекта кĕме май парать. Асăннă проекта федераллĕ шайри уйрăм сыхлакан 15 çутçанталăк территори кĕрет — Кăнтăр Уралти Оренбург çеçенхирĕсенчен пуçласа Поляр Уралĕнчи тундрăсем таран.

Республикăри Экологи министерствин информацийĕ тăрăх, асăннă ĕçе Пушкăртстанра «Экологи» наци проекчĕн «Сохранение биологического разнообразия, путем создания особо охраняемых природных территорий республиканского значения» регион проектне пурнăçа кĕртес йĕркепе илсе пыраççĕ.


#национальныепроекты

#нацпроекты

#региональныепроекты

#регпроекты
Читайте нас: