— «Демографи» наци проекчĕпе аслă ăрури çынсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси çĕнĕ пахалăх шайне куçать, — тенĕ министерствăн пресс-секретарĕ Роза Кузьменко. — Паянхи кун тĕлне ватăсен çурчĕсен тата психоневрологи интерначĕсен сотрудникĕсенчен, медицина ĕçченĕсенчен тăракан мобиллĕ бригадăсем тĕпчеве 160 ытла ватă çынна илсе кайса килнĕ ĕнтĕ.
«Демографи» наци проекчĕн «Старшее поколение» регион проекчĕн йĕркипе федераллĕ бюджетран республикăна автотранспорт туянма 34,2 млн тенкĕ уйарнă. Августра 18 микроавтобус туяннă. Вĕсене пурне те электроподъемниксемпе оборудованиленĕ. Автомобиле 8 çын ларма пултарать.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.