Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
2 Декабрӗн 2019, 11:15

Пушкăртстан «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн йĕркипе тăхăр мобиллĕ ФАП илнĕ

Пушкăртстанăн районĕсемпе хулисене «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн йĕркипе туяннă тăхăр мобиллĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тата тăватă «васкавлă пулăшу» автомобилĕ каять.Çĕнĕ машинăсен уççисене регионти медицина учрежденийĕсен главнăй врачĕсене Раççей сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова тата Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров панă.

Радий Хабиров каланă тăрăх, халăхăн 40 проценчĕ яллă вырăнсенче пурăнакан республикăшăн çакă питĕ лайăх парне.

Вероника Скворцова çулталăк çукрах вăхăтра наци проекчĕн йĕркипе Пушкăртстанра мĕн туса ирттернипе, позитивлă улшăнусем пулнăшан савăнни çинчен пĕлтернĕ. Вăл онкологи центрĕ мĕнле аталаннипе, кардио тата педиатрия çул-йĕрĕсем аталанни, ялти медицинăна çĕнетни — кăçал стационарлă 50 ФАП тунă — çинчен каланă. Республика пуçлăхне пуçарулăхшăн тав тунă.

«ПАЗ» автобуссенчи мобиллĕ комплекссене Бирск, Красноусольск, Кушнаренко, Месягутово, Верхнеяркеево, Туймазă, Благовещенск, Раевка район больницисене, Уфари 21-мĕш больницăна панă. Васкавлă пулăшу автомобилĕсем Ишимбай тата Пелепей район больницисем, Салават тата Октябрьский хула больницисем илнĕ.

Пушкăртстан Правительствин пресс-службин материалĕсем тăрăх.


#национальныепроекты

#нацпроекты

#региональныепроекты

#регпроекты
Читайте нас: