Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
2 Декабрӗн 2019, 14:35

Зилаир районĕнче "Культура" нацпроект йĕркипе "Çемье центрĕ" уçăлнă

Зилаир районĕнчи Юлдыбаево ялĕнче "Культура" нацпроект йĕркипе нумай функциллĕ çемье центрĕ уçăлнă.

Мероприятине ПР культура министрĕн çумĕ Гульдар Хамитова, Зилаир районĕн пуçлăхĕ Ильгиз Фаткуллин, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Зариф Байгускаров, ПР пурлăхпа техника никĕсне аталантаракан тата ĕç сыхлав пайĕн начальникĕ Раиль Мухамедьянов тата ыттисем хутшăннă.
Çемье центрне ку чухнехи ятарлă оборудованипе, музыка инструменчĕсемпе, интерактивлă экрансемпе, витринăсемпе, звукозапись фончĕпе, видеофильмсемпе, методика пособийĕсемпе, сценарий материалĕсемпе тата библиотека фончĕпе тивĕçтернĕ. Çĕнетнĕ тата капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ ялти Культура çуртĕнче спорт залĕ, краеведени музейĕ, канмалли зал, театр залĕ, ача-пача пÿлĕмĕ, компьютер залĕ тата ялти моделлĕ библиотека ĕçлеççĕ.
Республикăра çакăн пек çемье центрĕсене Аскин, Куюргазă тата Благовещенск районĕсенче уçĕç. Çак учрежденисен тĕп тĕллевĕ — çемьесен йăли-йĕркине сыхласси, халăх пултарулăхĕн потенциалне уçасси, çемье киленĕвне йĕркелесси.
ПР Культура министерствин материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: