Министерствăра палăртнă тăрăх, 2018 çулхи январь-октябрьпе танлаштарсан, пĕрчĕллĕ культурăсен экспорчĕ икĕ хут чакнă тата 13,6 млн долларпа танлашнă.
— Экспертсен прогнозĕ тăрăх, 2019 çулта, 2018 çулпа танлаштарсан, ялхуçалăх продукцин экспорчĕ 19,3% — 91 млн доллар таран пулмалла, — пĕлтернĕ аграри ведомствин пресс-секретарĕ Алмаз Галимов. — Поставкăсен çĕршывĕсем — Латви, Иран, Египет, Казахстан, Турци тата Сауд Аравийĕ.