Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
5 Декабрӗн 2019, 12:00

Пушкăртстанра çÿп-çап полигонĕ тăрăх обществăлла организацисем валли экскурси йĕркеленĕ

«Экологи» наци проектне пурнăçлас йĕркепе республикăра каяшсене уйăрмалли тата ĕçлесе хатĕрлемелли комплекссем тăваççĕ.

. «Эко-Сити» регоператор нумай пулмасть Ишимбай районĕнче уçăлнă регинта чи пысăкки пулса тăнă сортировка тумалли комплекс тăрăх экскурси ирттернĕ.
Экскурсине Баймак хулинчи обществăлла организацисем хутшăннă. Çынсене çÿп-çапа сортировкăламалли ку чухнехи технологисем тĕлĕнтернĕ. Полигона Ишимбай, Стерлитамак тата çывăхри районсенчен каяшсене илсе килеççĕ.
«Эко-Сити» регоператор кунта шыв, тăпра, сывлăш анализа илсе тĕрĕслесех тăраççĕ тесе шантарать, мĕншĕн тесен ку чухнехи полигонсене экологи ыйтăвĕсене татса памалла тăваççĕ.
Пушкăртстан Правительствин пресс-служби материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: