Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
6 Декабрӗн 2019, 11:30

Пушкăртстанри тăватă инноваци компанийĕ 80 млн. тенкĕлĕх грант выляса илнĕ

Пушкăртстанри тăватă инноваци компанийĕ «Развитие – Цифровые технологии» федераллĕ программăпа конкурс суйлавĕнче çĕнтернĕ.

Х́ăйсен проекчĕсене аталантарма вĕсенчен кашнийĕ 20-шер млн. тенкĕ илет, пĕлтернĕ республикăри Патшалăх управленийĕн цифрлă аталану министерствинче.
Грант илекенсен шутĕнче — Благовещенскри «Бюро САПР» АО, Уфари «Пангея» ООО, Уфари «Техохрана ООО, Уфари «ЭкоСофт» ООО.
«ЭкоСофт» ООО «Разработка интеллектуальной системы поддержки принятия решений для назначения персонализированной диализной и лекарственной терапии пациентам с хронической почечной недостаточностью с использованием алгоритмов искусственного интеллекта» проекта пурнăçа кĕртет.
«Развитие – Цифровые технологии» конкурс «Цифровые технологии» федераллĕ проектăн йеркипе Раççей Президенчĕ хушнипе ĕçлесе хатĕрленĕ «Цифровая экономика» наци программине пурнăçлас тĕллевпе иртет.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.
#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: