Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
9 Декабрӗн 2019, 16:10

Китай Пушкăртстанта туса кăларакан çупа интересленет

Пушкăртстанра «Международная кооперация и экспорт” наци проекчĕ аталанса пырать.

Республикăри ялхÿçалăх министрĕн çумĕ Юрий Лысов каланă тăрăх, 2019 çулта Пушкăртстан 103 пин тонна ытла çу продукцине 2,6 млрд тенкĕлĕх туса сутнă.
Республикăри икĕ предприяти — «Сигма» компанисен ушкăнне кĕрекен Чишмари завод тата Кумертаури «Элеватор» ООО — экспортер пулса тăраççĕ.
— Пушкăртстанта туса кăларакан çупа нумайăшĕсем интересленеççĕ, предприятинче Китая яракан экспорт объемĕсене ÿстерме шутлаççĕ, — пĕлтернĕ ведомствăра.
2019 çулта çу продукцине Китайсăр пуçне Прибалтика çĕршывĕсене, Таджикистана, Узбекистана, Казахстана тата Белоруссине кÿрсе тăнă.
Читайте нас: