Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
10 Декабрӗн 2019, 11:10

Пушкăртстанра çамрăк аннесем çĕнĕ профессии алла илĕç

РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарса янă «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăн районĕсемпе хулисенче пурăнакан 7 пин ытла çамрăк амашсем «Содействие занятости женщин – создание условий дошкольного образования для детей в возрасте до трех лет» федераллĕ проект йеркипе вĕренÿ иртĕç.

Пилĕк çула ĕçлесе хатĕрленĕ программăна ача пăхма илнĕ канури тата шкул çулне çитмен ачасене пăхакан амăшсем вали ятарласа хатĕрленĕ. Виçĕ уйăх пыракан вĕренÿ вăхăтĕнче амăшсене чи пĕчĕк шайри ĕç укçи чухлĕ стипенди тÿлеççĕ.
Проект ачаллă амăшсене ку чухне кирлĕ профессии туянма пулăшать.
Республикăра ача пăхма илнĕ канури хĕрарăмсем 2011 çултанпа çĕнĕ профессии алла илеççĕ. Çак программа шайĕпе кашни çул 350-400 хĕрарăм тепĕр профессии туянать. Ултă çул хушшинче 2800 çамрăк анне пĕлÿ илнĕ. Вĕсем паян ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Хальхи вăхăтра кирлĕ профессисен шутне воспитатель, кондитер, çĕвĕçĕ, дизайнер, маникюр мастерĕ, парикмахер, визажист, бухгалтер тата ыттисем кĕреççĕ.
ПР Правительстви сайчен материалӗсем тăрăх.
#национальныепроекты
Читайте нас: