Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
11 Декабрӗн 2019, 11:05

ДАВЛЕКАНТА ШЫВ ТАСАТАКАН ÇĔНĔ СТАНЦИ ТĂВАÇÇĔ

Давлеканта «Экологи» федераллă проект укçипе шыв тасатакан çĕнĕ станци тăваççĕ.

Объект хакĕ 107,4 млн тенкĕ, вĕсенчен 104,4 миллионне – федераллă бюджетран, 2,1 миллионне – республика бюджетĕнчен, 740 пин тенкине вырăнти бюджетран уйăрнă.
Давлекан шывĕн пахалăхне ÿстерес тесе хăй тĕллĕн тасатакан (механический), таврăнăç осмос (обратный осмос, шыва тăварсенчен тасатать), пăспа вĕрилекен (стоксене тасатнă чух) аппаратсенчен система пуçтарнă. Шывпа тивĕçтерекен тĕп система хулара пурăнакан 24 пин çынна яхăн паха шывпа тивĕçтерĕ. Республикăри çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствинче çĕнĕ системăна çулталăк вĕçлениччен хута яма тивĕç.
"Башинформ" ИА материалĕсем тăрăх.
#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: