Çутă çул
+25 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
12 Декабрӗн 2019, 11:15

Пушкӑртстанӑн аграри вузӗ нацпроект пулӑшнипе «Кашнишӗн çӗнӗ май пур» проекта пурнӑçа кӗртет

Пушкӑрт патшалӑх аграрии университечӗ «Кашнишӗн çӗнӗ май пур» проекта пурнӑçа кӗртме 9 млн тенкӗ грант илнӗ. Вӑл Раççей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе ӗçлесе хатӗрленӗ «Вӗрентӳ» наци проекчӗ йӗркипе пурнӑçланать.

Республикӑри пӗртен пӗр аграрии вузӗн вӗрентӳ проекчӗ Пушкӑртстанӑн Ялхуçалӑх министерствипе пӗрле хатерленӗ хушма професси вӗрентӗвӗн программисене кӗртет.

Программӑсене виçӗ направленипе ӗçлесе хатӗрленӗ: «Апробация сельскохозяйственных культур», «Профилактика и лечение незаразных, инфекционных и инвазионных болезней сельскохозяйственных и домашних животных», «Интенсивная технология производства продукции пчеловодства».
«Кашнишӗн çӗнӗ май пур» тӳлевсӗр курссем теории тата практика циклӗсен занятийӗсенчен тӑраççӗ.
«Башинформ» ИА материалӗсем тӑрӑх.
#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: