Учрежденийĕн тĕп тĕллевĕ — çемье традицийĕсене, халăхăн социаллă пуçарулăхне аталантарасси, çынсен пултарулăхне уçса аталантарасси.
Çемье центрне уçма пысăк ĕç туса ирттернĕ. Раççей тата Пушкăртстан бюджечĕсенчен уйăрса пана укçа-тенкĕпе зданийĕн тăррине, мал енне капиталлă ремонт туна, чÿречисене улăштарнă тата хутса ăшăтмалли системăна çĕнетнĕ.
ПР Культура министерствин пресс-служби материалĕсем тăрăх.