0 °С
Пӗлӗтлӗ
Çак вăхăтчен вĕрентỹ учрежденийĕнче кивĕ техника хатĕрĕсем пулнă, вĕсемпе вĕренме йывăр пулнă, чăннине каланă унăн ертỹçи Ришат Абдулвалеев. Хальхи вăхăтра колледжа республикăри ытти вĕрентỹ учрежденийĕсенче çук ку чухнехи инновацилле автоматика оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Колледж ертỹçи шухăшĕпе, малашне кунта вĕренекенсем хайсен 28 районĕ вали лайăх специалистсем пулса тухĕç. Кабинетсене «Сельскохозяйственные биотехнологии», «Эксплуатация сельскохозяйственных машин», «Агрономия» и «Ветеринария», «Сити-фермерство» темăсемпе хатĕрленĕ.