Çутă çул
+25 °С
Облачно
Наци проекчĕсем
18 Декабря 2019, 06:00

Пушкăртстанра 110 медицина учрежденийĕ электронлă черет вали терминалсем илнĕ

Пушкăртстанра 110 медицина учрежденийĕ «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ йĕркипе электронлă черет йĕркелеме 143 комплект илнĕ, пĕлтерет республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерствин пресс-служби.

Ведомствăра палăртнă тăрăх, оборудованипе усă курни пациентсем больницăна килекен процеса оптимизацилеме тата вĕсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин вăхăтне кĕскетме май парĕ.
Информаци терминалĕсене ОМС электронлă полисĕн карт-ридерĕсемпе тата ОМС полисĕн хутлă тĕслĕхĕнчен штрих-код вулакан сканерпа тивĕçтернĕ. Халĕ пациентăн телефонĕнче хайĕн ОМС полисĕн сăнỹкерчĕкĕ пур пулсан — терминал штрих-кодне уйăрса илет те ăна системăра тупса палăртать.
Тепĕр çул электронлă черет вали обородованипе республикăри урăх медицина организацийĕсене тивĕçтерĕç.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас