Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Декабрӗн 2019, 11:05

Ялсенче пурăнакан 65 çултан аслă граждансене медицина организацийĕсене илсе çитерессине васкавлă социаллă çăмăллахсен шутне кĕртнĕ

Декабрĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ Пушкăртстан Патшалăх Собранин ларăвĕнче «О социальном обслуживании граждан в Республике Башкортостан» ПР Законне улшăнусем кĕртнĕ.

Региотни çемье тата ĕç министрĕн пĕрремĕш çумĕ Ольга Кабанова сăмахĕсем тăрăх, законопроекта «Демографи» наци проекчĕн «Разработка и реализация программы системной поддержки и повышения качества жизни граждан старшего поколения «Старшее поколение» регион проекчĕ тата граждансене социаллă çăмаллăхсем паракан сферăра федералĕ тата регион законĕсем пурнăçа кĕччĕр тесе хатĕрленĕ.
Кăçал августра «Демографи» наци проекчĕ йĕркипе ПР Çемье тата ĕç министерстви ялсенче пуранакан 65 çултан аслă граждансене медицина организацийĕсене илсе çитерме валли 22 автомобиль туяннă. Çавăнпа васкавлă социаллă çăмăллăхсен шутне «Доставка лиц старше 65 лет, проживающих в сельской местности, в медицинские организации Республики Башкортостан» пункт кĕртнĕ.
Закон социаллă çăмăллăхсене тỹлевсĕр илекеннисен шутне ỹстернĕ.


ПР Çемье тата ĕç министерствин пресс-службин материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: