Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
23 Декабрӗн 2019, 11:00

Пушкăртстанăн «упа кĕтесĕнче» модуллĕ ФАП уçнă

18 ĕмĕрте пăхăр шăратакан завод патĕнче никĕсленĕ Анновка ялĕнче модулĕ ФАП уçнă.

Ял Зилаир райцентртан 12 çухрăмра вырнаçнă. ПР Сывлăх сыхлавĕн министерствинче пĕлтенĕ тăрăх, Анновкăри фельдшерпа акушер пункчĕ Васильевка тата Владимиро-Николаевский ялĕсенче пурăнакансене те тивĕçтерсе тăрĕ — пурĕ 178 çын, вĕсенчен 28 ача. Пациентсене фельдшер йышăнĕ — «Земский доктор» программа участникĕ.
Модуллĕ ФАПа «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ йĕркипе туса лартнă, кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Пунктра эмелсене усрамалли ятарлă пай пур. ФАП инвалидсене те йышăнма пултарать.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: