Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
24 Декабрӗн 2019, 11:20

Пушкăртстанри 50 предприяти ĕç тухăçлăхĕпе наци проектне хутшăннă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе ĕçлесе хатĕрленĕ ĕç тухăçлăхне ÿстерессипе наци проектне Пушкăртстанри 50 предприяти хутшăнать.

Пушкăртра çирĕплетнĕ 2019 çулхи тĕллевлĕ кăтартăва пурнăçланă, палăртса хăварнă регионри Минэкономразвити министерствин пресс-службинче.
Ĕç тухăçлăхне ÿстерессипе ĕçлекен предприятисен йышне нумай пулмасть хутшăннисен шутĕнче — «Стеклонит» АО тата Пелепейри «Хисеп палли» орденлă сĕт комбиначĕ.
Асăннă наци проектне хутшăнакансем ĕç тухăçлăхне ÿстерессипе ĕçлекен сферăри экспертсен канашĕпе тата производство процесĕсене оптимизацилессипе проектсене пурнăçланă чухне тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ. Промышленнăçа аталантаракан федереллĕ Фонд 50-ран пуçласа 300 млн тенкĕ таранччен пилĕк çула çулталăкне 1 процентпа çăмăллатнă займ парассине пăхса хăварнă.
Читайте нас: