Асăннă проектсем «Вăрмансене сыхласа хăварасси» проект йĕркипе иртеççĕ, вĕсем ыттисемпе пĕрле «Экологи» наци проектне кĕреççĕ. Çак енĕпе ĕçе пĕтĕмлетнĕ чух каснă йывăçсемпе çĕнĕрен лартнă лаптăксем хушшинчи уйрăмлăха тата вăрман пушарĕсенчен пулнă шырлăха шута илнĕ, çавна май регион плана ирттерсе тултарнă. Марат Шарафутдинов кăçалхи вăрман пушарĕсен статистикине те пĕлтернĕ. Пĕтĕмпе 160 пушар пулнă, вĕсенчен 134 малтанхи 24 сехетре сÿнтернĕ. Вутпа кĕрешме 80 млн тенкĕлĕх ятарлă техника туяннă, çакă планпа палăртнă 82 % выранне 86,5% çĕнсе илме май панă.