Çакăн çинчен республикăн культура министрĕ Амина Шафикова пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх, 2019 çулта ялсенчи культура учрежденисен инфратытăмне аталантарма 600 млн. ытла тенкĕ янă. Тăватă культура çурчĕ туса лартнă, тăваттăшне реноваци тунă, нумай функциллĕ культура центрĕсем чылай уçнă.
Амина Шафикова пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Президенчĕ Владимир Путин указĕпе çирĕплетнĕ «Культура» наци проекчĕн йĕркипе тата регион Пуçлăхĕн Указĕпе 2024 çулччен нумай функциллĕ 40 клуб, тăхăр ачасен искусство шкулне, вунна яхăн модернизациленĕ кинотеатр, 20 моделлĕ библиотека уçмалла, вуна автоклуб туянмалла, 15-рен кем мар ялти культура учрежденине юсамалла.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров канашлу вăхăтĕнче ялсенчи культура ĕçченĕсене пулашмалли мерăсем ĕçлесе хатĕрлеме хушнă.