Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
31 Декабрӗн 2019, 11:20

Пушкăртстанра тĕнче шайĕнчи наукăпа вĕрентÿ центрĕ йĕркелеççĕ

Декабрĕн 10-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ПР Патшалăх Пухăвне — Курултайне янă Çырура Еврази тĕнче шайĕнчи наукăпа вĕрентÿ центрĕ йĕркелесси пирки каланă.

Çавна май нумай пулмасть форсайт-сесси иртнĕ, унта центр йĕркелемелли тĕп ыйтусене сÿтсе явнă. Сесси «Торатау» Конгресс-холлра пулнă, Мускаври «Сколково» управлени шкулĕн наука ертÿçи Андрей Волков эксперт вырăнне сăмах каланă.
НОЦ темиçе вуз тата наука организацисен ресурсĕсене чăн-чăн экономика секторĕнчи организацисемпе пĕрлештерет. Çакнашкал центрсем «Наука» наци проектне пурнăçа кĕртме пулăшмалла. Унпа килĕшÿллĕн Раççей наука енĕпе тĕп пилĕк çĕршыв шутне кĕмелле.
Кăçал çĕршыври пилĕк регионра НОЦ йĕркеленĕ ĕнтĕ. 2020-2021 çулсенче тата 10 йĕркелеме плансем пур, вĕсем ăçта пулассине конкурс ирттернĕ хыççăн суйласа илеççĕ.
Читайте нас: