Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
5 Кӑрлач 2020, 18:09

Ачасем ытларах çуралччăр

Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле аталанăвĕн çул-йĕрне палăртакан наци проекчĕсенчен пĕри – «Демографи» наци проекчĕ.

Асăннă нацпроектăн паспортне РФ Правительстви хатĕрленĕ. Унта палăртнă тăрăх, «Демографи» нацпроект хăйĕн тытăмне федераци шайĕнчи пилĕк проекта пĕрлештерсе тăрать: «Финансовая поддержка семей при рождении детей», «Создание условий для осуществления трудовой деятельности женщин с детьми, включая ликвидацию очереди в ясли для детей до трех лет», «Разработка и реализация программы системной поддержки и повышения качества жизни граждан старшего поколения», «Формирование системы мотивации граждан к здоровому образу жизни, включая здоровое питание и отказ от вредных привычек», «Новая физическая культура населения». «Демографи» нацпроектăн бюджечĕ пĕтĕмĕшле 3105,2 млрд тенкĕпе танлашмалла.

Нацпроектăн тĕллевĕсем анлă: çынсен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышне пысăклатасси, тăтăшах спорт занятийĕсене явăçакансен хисепне пурăнакансен 55 проценчĕ таран çитересси.

Нацпроектăн тепĕр тĕллевĕ – хĕрарăмăн ача çуратассин пĕтĕмĕшле коэффициенте ÿстересси (тепĕр майлă каласан пĕр хĕрарăм пуçне тивекен условлă çуралнă ача ытларах пуласси). Халĕ вăтамран çак коэффициент базине 1,62 чухлĕ тесе палăртнă, 2024 çулта вăл 1,70-пе танлашмалла. Çак кăтарту патне çитме чылай ĕç пурнăçламалла. Вĕсенчен пĕри ача çук çемьесене ЭКО программине явăçтарса ачаллă пулма пулăшассипе çыхăннă.

Паллах, ЭКО программи демографие хăй тĕллĕн кăна лайăхлатма пултараймасть, анчах та унта хăйĕн тÿпине хывать тата ашшĕ-амăшне çемье телейне туйма май парать.

#нацпроекты
Читайте нас: