Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
10 Кӑрлач 2020, 11:32

Пушкăртстанри тата виçĕ предприяти ĕç тухăçлăхне ÿстерме курс илнĕ

ПР Минэкономразвити пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ çул умĕн республикăри тата виçĕ предприяти «Производительность труда и поддержка занятости» наци проектне хутшăннă.

Наци проектне хутшăнасси çинчен килĕшĕве «СтропКомплект» ООО, «РЕМЭКС», Давлеканти нефть машиностроени завочĕпе алă пуснă.
Пĕрремĕш компани çăк тиекен устройствăсемпе хатĕрсем, захватсемпе стропсем тăвать тата петĕм Раççейпе поставкăсем йĕркелет, нефть, металлурги, машиностроени, строительство комплексĕсемпе çыхăну тытать.
РЕМЭКС предприяти çăк çĕклекен техникăна юсассипе тата тивĕçтерессипе ĕçлет. Компани Пушкăртстан территорийĕнче кăна мар, Выборгран пуçласа Чита таранччен заказчиксемпе ĕçлет.
Давлеканти нефть машиностроени завочĕн сфери — нефтьпе газ тата котельнăй оборудованине, автоматизаци системмисемпе хатĕрĕсене ĕçлесе хатĕрлесси, туса кăларасси, сервис тивĕçтерĕвĕ.
ПР Правительстви наци проектне хутшăнма йышăннă промышленность, ялхуçалăх, строительство индустрийĕн 53 предприятипе килĕшÿсем тунă ĕнтĕ.
«Башинформ».
Читайте нас: