Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
14 Кӑрлач 2020, 11:10

Туймазă районĕнче çĕнĕ ача-пăча поликлиники уçнă

Пушкăртстанри Туймазă районĕнче çĕнĕ ача-пăча поликлиники уçнă, ăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ĕçлесе хатĕрленĕ «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçа кĕртнине пула тума пултарнă.

Республикăн Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, Туймазăри тĕп район больницин ача-пăча поликлиники пĕчĕк пациентсене йышăнма пуçланă ĕнтĕ. 5,5 пин тăваткал метр ытла лаптăклă поликлиника çурчĕ пĕр сменăра 300 ачана йышăнма пултарать.
«Башинформ» агентство пĕлтернĕ тăрăх, Туймазă районĕнчи поликлиникăна 2018 çулхи июльте тума пуçланă. Строительствăн пĕтĕмĕшле хакĕ 336 млн тенкĕпе танлашнă, вĕсенчен 172 млн тенки çуртне тума, 164 млн тенки — медицина оборудованийĕ тата ытти техника туянма кайнă.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.
Читайте нас: