Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
15 Кӑрлач 2020, 11:20

Пушкăртстанăн АПК продукцин экспорчĕ 92,5 млн доллара çитнĕ

Пушкăртстанра АПК продукцине экспортлассипе çулталăк планне пурнăçланă, пĕлтереççĕ ПР Ялхуçалăх министерствин пресс-службинче.

Федераллĕ таможня службин даннăйĕсем тăрăх, 2019 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика 92,5 млн долларлăх ялхуçалăх продукцийĕ экспорта ăсатнă.
Специалистсем палăртнă тăрăх, 2019 çулхи экспорт структури улшăннă. Енчен те 2018 çулта экспорта чи нумай ăсатнă продукци тырă пулнă пулсан, халĕ çу продукцийĕ — 43,5 %.
Хальхи вăхăтра ялхуçалăх продукцине СНГ çĕршывĕсене, Турцие, Ирана, Монголине тата Прибалтика çĕршывĕсене ăсатаççĕ. Çывăх вăхăтра Китая тулă тата хĕвелçаврăнăш шрочĕ тăратмалли ыйтупа хастар ĕçлеççĕ.
Республика предприяти-экспортерсене продукцие транспортировкăлама каякан тăкаксен пĕр пайне субсидилет. Çакна «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕн, «Пушкăртстанра экспорта аталантарасси» регион проекчĕн йĕркипе ĕçлесе хатĕрленĕ. Программма регионта пĕлтĕрхи июльте пуçланнă. Вăл пулăшнипе компанисем куллен тăратма каякан тăкаксене 5 млн тенкĕ таран, «пилот» партисем тăрăх 1 млн тенкĕ таран компенсаци илнĕ.
Пушкăртстан тĕслĕхне тĕпе хурса çакнашкал программăсене Ленинград тата Челябинск облаçĕсенче йышăннă.
2019 çулта программăпа Пушкăртстанри 39 предприяти усă курнă, вĕсенчен 31 компанине кулленхи экспорт поставкисемшĕн тăкаксене 37,48 млн тенкĕлĕх саплаштарнă. Регионти 8 компани «пилот» партисемшĕн 2,52 млн тенкĕ илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Галина Бахшиева
«Башинформ» ИА.
Читайте нас: