Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
16 Кӑрлач 2020, 11:15

Сибайра Пушкăртстанри пиллĕкмĕш сĕт кухни уçăлать

#нацпроектыБашкортостанÇывăх вăхăтра Сибайра сĕт кухни уçăлать — республикăра шучĕпе пиллĕкмĕш, пĕлтернĕ регионăн Суту-илÿ патшалăх комитечĕн пресс-службинче.

Çакнашкал производствăсене Стерлитамакра, Нефтекамскра, Октябрьскинче, Белорецкра уçнă. Çак сĕт кухнисенчен кашни талăкне пилĕк тонна таранччен сĕт ĕçлесе хатĕрлет. «Молочная кухня» ГАУ директорĕ Эльдар Сайгафаров пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулхи июльтен пуçласа декабрьччен республикăри ача-пăча валли 1,2 млн порци лайăх пахалăхлă сĕт продукцийĕ кăларнă. «Йогуртсем, кефир, тăпăрчă — пурне те санитари нормисемпе правилисене çирĕп пăхăнса кăларнă, — палăртнă вăл. — Пирĕн продукцине пĕлтĕр нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенчи 6400 ытла ача тÿлевсĕр илнĕ. Кăçалтан ултă уйăхран пуçласа ултă çулчченхи ачасене Пушкăртстанра мĕнпур вырăнсенче продукципе тивĕçтеретпĕр».
Паянхи кун тĕлне республикăри хуласемпе районсенче 63 валеçÿ пункчĕ ĕçлет. Ведомствăра палăртса хăварнă тăрăх, сĕт кухнисене пуçарса яни Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ĕçлесе хатĕрленĕ «Демографи» наци проектне пурнăçлама пулăшать.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Суту-илÿ патшалăх комитечĕн пресс-служби.
Читайте нас: