Медучреждение уçнă хыççан çĕнĕ ангиографи комплексĕнче 3 операци ирттернĕ. Центрăн пĕрремĕш пациенчĕ 67 çулхи çын пулса тăнă. Вăл тахçантанпа ишеми чирĕпе чирлет. Операци хыççăн унăн пурнăçĕ чылай çăмăлланать. Белорецкри врачсене пĕрремĕш операцисем ирттерме республикăри Кардиоцентр специалисчĕсем пулăшнă.
Малашне республикăри Белорецк, Абзелил, Бурзян, Учалă районĕсенче тата Межгорьере пурăнакансем инçене каймасăр çÿллĕ квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Центрта çулталăкне 600 яхăн сиплев тата диагностика процедурисем ирттерме планлаççĕ.