Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Кӑрлач 2020, 10:31

Уфара çÿп-çап контейнерĕсене улăштараççĕ

«Экологи» наци проектне пурнăçланă йĕркепе Уфара контейнер площадкисенче çÿп-çап тăкмалли савăтсене улăштарма йышăннă, пĕлтереççĕ республикăн Экологи министерствин сайтĕнче.

Нижнекамск предприятинче Европа стандарчĕсене пăхăнса тунă куçарса çÿреме май пур 660 контейнера Пушкăртстанăн тĕп хулине илсе килнĕ ĕнтĕ.
«Специальное автохозяйство по уборке города» МУП специалисчĕ Андрей Яматин ăнлантарнă тăрăх, 13 пин ытла çÿп-çап контейнерĕ юрăхсăра тухнă, çаванпа та вĕсене çывăх вăхăтра çĕнетмелле. Асăннă мера çынсене паракан çăмăллăх пахалăхне лайăхлатма тата «Экологи» наци проекчĕн кăтартăвĕсене татса пама май парать.
ТКО çаврăнăшĕпе ĕçлекен регоператор çывăх вăхăтра ике пин ытла ку чухнехи çене контейнер илмелле.
Читайте нас: