Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
21 Кӑрлач 2020, 11:17

Ленара Иванова — пенсионерсен сывă пурнăç йĕркишĕн

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе ĕçлесе хатĕрленĕ икĕ наци проектне — «Демография» тата «Производительность труда и поддержка занятости» — мĕнле пурнăçа кĕртни пирки Пушкăртстан Республикин Правительствин Премьер-министрĕн çумĕ — çемье, ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Ленара Иванова «Социальная защита в России» журнала каласа панă.

«Демография» наци проекчĕн йĕркипе пурнăсламалли теп задачăсем шутне вице-премьер пурнăс таршшĕне 67 çул таранччен çитересси, пĕр хĕрарăм пуçне ача çуратнин коэффициентне 1,7 таран çитерессине, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан çынсен шутне нумайлатассине кĕртнĕ.
Республикăра регионти пилĕк проектне паспортне çирĕплетнĕ. «Финансовая поддержка семей при рождении детей в РБ» проектпа килĕшÿллĕн, пĕрремĕш тата виççĕмĕш ача çуралсан кашни уйăхра тÿлемелли пособи пăхса хăварнă.
«Содействие занятости женщин — создание условий дошкольного образования для детей в возрасте до трех лет» регион проекчĕпе 2020 году 24 ача сачĕ тума планлаççĕ.
ПР Правительствин пресс-служби.
Читайте нас: