Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
22 Кӑрлач 2020, 11:22

Раççейре бизнеса аталантарма çĕнĕ çăмăллатнă кредит кĕртнĕ

#нацпроектыБашкортостанРаççей Экономикăпа аталану министерстви пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма паракан çăмăллатнă кредит программине çĕнĕ тĕс кĕртнĕ, вăл предприниматель ĕç-хĕлне аталантарма валли пулать. Хальхи вăхăтра предпринимательсем 5 çула 9,95% ставкăпа 10 млн тенкĕ таран илме пултарнă.

Пĕлтĕрхи февральте çулталăкне 8,5% ытла мар ставкăпа çăмăллатнă кредит программи пуçланнă, ăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ĕçлесе хатĕрленĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантармалли наци проекчĕн йеркипе пуçарса янă. Вăл пулăшнипе предпринимательсем çăмăллатнă кредита хăйсен çаврăнăшĕнчи укçа-тенкĕ çумне хушма 3 çула срокпа 500 пин тенкĕрен пуçласа 500 млн тенкĕ таран тата инвестици тĕллевĕпе 10 çула срокпа 500 пин тенкĕрен пуçласа 2 млрд тенкĕ таран илме пултараççĕ.
Çакнашкал кредитсене илме çăмăллатнă требованисем лартаççĕ, тĕпрен илсен займ илекен мĕнле ĕç-хĕл илсе пынине чикĕлемеççĕ тата налуксем тăрăх парăм пуррине те шута илмеççĕ. Асăннă программа пулăшнипе унччен рынок ставкисемпе илнĕ кредитсене 8,5% ставкăпа рефинансировани туса пулать. Çав вăхăтрах кредита инвестици ĕç-хĕлне хывмалла.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.
Читайте нас: