Укçа-тенке пурăнакансен шучĕ 50 пине çитмен ялсемпе хуласенчи культура çурчĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме тата аталантарма тăкаклĕç. Çак хушăва ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пусса çирĕплетнĕ.
Субсидисен пĕтĕмĕшле сумми 53‚3 млн тенкĕпе танлашать. Регионти «Культурная среда»‚ федераллă «Культура» проекчĕсен йĕркипе çак пулăшăва 15 район тивĕçĕ. Вĕсен шутне Аскин‚ Белокатай‚ Бурзян‚ Дуван‚ Ермекей‚ Иглин‚ Караидель‚ Киги‚ Кугарчă‚ Мечетлĕ‚ Салават‚ Стерлибаш‚ Уфа‚ Федоровка тата Янаул районĕсем кĕреççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.