«Пирĕн регионра Уфари 13-мĕш больницăра, Кумертаура, Нефтекамскра, Октябрьскинче центрсем ĕçлеççĕ, — чарăнса тăнă регионри Сывлăх сыхлав министерствин пуçлăхĕ. — Пĕрремĕш квартал вĕçĕнче Стерлитамакра 1-мĕш больницăра химиотерапи уйрăмне уçма планлатпăр».
Сывлăх сыхлав министерствин пуçлăхĕ паян онкочирсене диагноз лартмалли аппаратура 60-70 процента кивелни проблема пулни пирки каланă, пĕлтерет «Башинформ» ИА. Региона компетентлă кадрсем кирлĕ, 120 онколог çитмест. 2020 çулта 30 специалист килессе кĕтеççĕ.
Онкочирсене пуçарса яракан сăлтавсем шутне специалистсем унчченхи пекех начар экологи лару-тăрăвне, тĕрĕс мар апатланнине, сиенлĕ йăласене (пирус туртни тата алкоголь ĕçни), генетика палăрăмĕсене кĕртеççĕ.
Онкологи центрĕсене «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕн йеркипе регионти «Борьба с онкологическими заболеваниями» проекта пурнăçлас йĕркепе уçаççĕ.