Видеомониторинг тытӑмӗсемпе вӑрман хуҫалӑхӗсене тивӗҫтерӗҫ. Видеотытӑм хакӗ 1,1 миллион тенкӗпе танлашать.
Видеомониторинг вӑрманта пушар тухнине хӑвӑрт, пушар анлӑ сарӑличчен палӑртма май парӗ.
Вӑрман хуҫӑлӑхӗсене видеомониторингпа тивӗҫтерни «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать.
Вӑрман хуҫалӑхӗсене валеҫме йышӑннӑ видеотытӑм пӗр вырӑнта тӑраканни мар. Ятарлӑ хатӗр пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫӳресе вӑрмана ҫӳлтен ӳкерӗ, ҫав информацие яваплисем патне ҫитерӗ.