Наци проектне пурнăçа кĕртес ыйтусем тăрăх ирттернĕ канашлура ĕнер, январĕн 28-мĕшĕнче, партин регионти обществăлла приемнăйĕнче Патшалăх Думин депутачĕ ытти регионсен опычĕпе паллаштарнă.
«Пĕлтĕрхи ноябрьте эпир ĕçлĕ ушкăнпа Нижний Новгородри çÿп-çап сортлакан тата ĕçлесе хатĕрлекен икĕ заводра пулса куртăмăр. Предприяти талăкĕ-талăкĕпе ĕçлет, унта ют çĕршыв оборудованийĕ лартнă, ĕçе пĕтемпе автоматизациленĕ, çавăнпа та пĕтĕм процеса икĕ çын çеç контроллет», — каласа панă Зариф Байгускаров.
2024 çулччен республикăра хытă коммуналлă каяша утилизацилемелли виçĕ объект тата хытă çÿп-çапа ĕçлесе хатĕрлемелли 16 комплекс тума шутлаççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.